Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Морев Иван Михайлович

Морев Иван Михайлович, — Чемей пӑлхавӗн ертӳҫи. 1884 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Муркаш районӗнчи Ҫӗмӗрлӗх Чемей ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

Пӑлхава Чемей, Елшик, Тӑмкасси, Ҫӗмӗртлӗх Чемей, Варпуҫ ялӗнчи ҫынсем хутшӑннӑ. Пӑлхава хӗрхенмесӗр пӗтернӗ хӑҫҫӑн Иван Михайловича тытса кайнӑ. 1909 ҫулта тӑван ялне таврӑннӑ, анчах та нумай вӑх ат та иртмен ӑна каллех тытса кайнӑ. 1911 ҫулта ӑна виҫҫӗмӗш хут арӗслеҫҫӗ.

1921-1932 ҫулсенче Казахстанра ӗҫленӗ. 1932-1939 ҫулсенче Чӑваш Ене таврӑннӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ организацисенче бухгалтер пулса ӗҫленӗ.

1939 ҫулта Морев кил-йышӗпе Саратов облаҫне куҫса кайнӑ. Мӗн виличчен общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ.

Литература

  • Буцевицкий В. Звонил набат в Черемееве // Они боролись за счастье народное. Ч., 1980.
  • Ерагин Е.Е. Моргаушский край. Моргауши, 1994.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-02 11:25:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7843 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем